(ы̆jhы̆), то же, что ăйăх, сон. Ăйха каяс уммĕн калас кĕлĕ. Молитва перед отходом ко сну. Тимяш. Мана ăйхă пуснипе эпĕ çимесĕрех çывăртăм. Так как меня клонило ко сну, я уснул, не поевши. Собр. 216. Çывракан ăйхи аякран чукун çулпа килет, теççĕ. Говорят, что сон спящего приезжает к нему издалека по железной дороге. N. Ăйхăна иртерех вăрат. Сон отгони пораньше. Толст. Ăйхă тĕлĕшĕпе нимĕн тума пĕлмен. Сквозь сон (она) ничего не могла сделать. Ib. Тарçи ăйхине ытараймасăр: мĕн пăхасси пур унта; никам та çук; пулсан, кушак пулĕ, тет. Работник, которому не хотелось вставать, говорит: что там смотреть, там никого нет, разве кошка (бродит). Изамб. Т. Чан çапма пуçласан, унччен ăйхă пуснисен ăйхи уçăлат. Как только начнут звонить (в колокола), у всех дотоле дремавших проходит сон (дремота). Шаймурз. † Ăйхăнтан вăрансан, ан хăра, эпĕ пулăп санăн умăнта. Проснешься — не пугайся, я буду около тебя. КАЯ. Ман ун чухне ăйхă уçăлиманччĕ те, эпĕ вара, пӳрте кĕрсе, тӳшек çине выртрăм. В то время я не выспался, поэтому вошел в избу и лег на перину. Бугульм. † Куçăм тулли-кăна ăйхăм килет. Мои глаза полны дремоты. Шел. 164. Ăйхинчен вăратап. Бужу. N. Ку кунсенче, çырса таврăнсан, кăнтăрла сулăнсан, пит лайăх-кăна çывăрса, ăйхă тăрантаратăп. В эти дни, по возвращении с канцелярской работы, после полудня, я высыпаюсь как следует. N. Ăна ăйхă пусать. Его клонит ко сну. Альш. Ăйхă çитнĕ. Спать хочет. Бюрг. Ăйхă пуснă. Очень захотелось спать (говорит про себя). Ст. Чек. Ăйхине çĕнтереймес. Не может бодрствовать (или: не может выспаться). СТИК. Ну, хытă та çывăран! ăйху йывăр иккен (крепко спишь). Беседа. Ăйхи тăрансан, хай ӳсĕр çын вăранать. Выспавшись, пьяный просыпается.
Çавăн пекех пăхăр:
ăйе чăмлани ăйе чечекĕ ăйе-курăк ăйрă « ăйхă » ăйхă çаврăнни ăйхă вĕлер ăйхă мăйăхĕ ăйхă тĕлĕшĕпе ăйхă тат