Шăл хăйра - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Шăл (шăла) хăйра [шакка] точить [вострить, острить] зубы (зуб) на кого.
Шăл хăйраççĕ, Вăрçă çĕнĕрен пуçласшăн, Атомлă бомби те хатĕрех вĕсен. Н. Евстафьев. Улпут тавраш шăлне хăйрарĕ, Ун хыççăн сĕнкрĕ мул хуçи. Н. Шупуççынни. Çул уçă... Пурпĕр такăр мар-ха. Шăлне шаккать çаплах кивви. А. Лукин. Выç кашкăр мар шăл шаккаса улатчĕ — Выç куç фашист шăлне çисе утатчĕ. С. Шавли.