Тӳрре çит - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Тӳрре çит [кил, лар] сбываться / сбыться.
Кузьма Степанч тахçантанпах ĕмĕтленсе пурăнни тинех тӳрре çитрĕ, Салакай ялĕн çĕнĕ ĕмĕрĕ пуçланать. С. Аслан. Анчах та çав ĕмĕт тӳрре килмен: ясаксăр çулсем иртнĕ-иртменех, патша куланайçисем хресченсенчен куланай тăпăлтарма пикеннĕ. И. Кузнецов. К. Маркс монгол ханĕсен пусмăрĕ çинчен каланисем чăваш халăхĕн историллĕ халапĕсем тăрăх та пĕтĕмпех тӳрре лараççĕ. И. Кузнецов.